Çимешкĕн пур апат, ĕçмешкĕн пур сăра...

* * *
Çимешкĕн пур апат, ĕçмешкĕн пур сăра.
Çак çĕр çинчех янрать ача-пăча кулли.
Çипуç пур тăхăнмашкăн. Енчĕк те тулли,
çавах шыратăн эсĕ пуласлăх уçлăхра.
 
23.12.2018 12:45
Мускав