Вăл каланă: «Ан вĕлер»...

* * *
Вăл каланă: «Ан вĕлер».
Вĕлеретпĕр.
Вăл каланă: «Ан вăрла».
Пĕçертетпĕр.
Турă хушнă тăшмана
юратмашкăн,
никама та пиллемен
тавăрмашкăн.
Вăл вĕрентнĕ мул пухма
тӳпере çеç.
Мул пухсассăн çĕр çинче –
хĕпĕртеççĕ.
Ах, мĕнле чăтать пире
çутçанталăк?
Уйăрать халь çынсене
тимĕр алăк.
Тимĕрленчĕ чун-чĕре,
тавракурăм.
Çавăнпа пуль хурланать
шурă хурăн…
 
23.11.2018 11:05
Сергиев Посад – Воробьёвы горы