Вилес килет тесе калатăн...

* * *
Вилес килет тесе калатăн
пит йывăр хуйхă пуснăран.
Пушар сӳнсен, мĕн юлчĕ садăн,
мĕн юлчĕ йăрăс хурăнран?
Кăмрăкланса ун чух хуралчĕç
пыл пек пылак панулмисем.
Çаваллине вилмешкĕн ан чĕн:
хăйех килет вăл, çул çитсен.
Хĕвел пăхать çавах ачашшăн,
сана та çупăрлать ăш çил –
ĕсĕклеме пăрах, тархасшăн,
мĕн пурринчен илсемччĕ пил.
Аманнă туратсем çуратрĕç
каллех ем-ешĕл çулçăсем.
Хура тĕсе кунсем тасатрĕç,
садра юрлаççĕ кайăксем.
Хырсем ӳсеççĕ ретĕн-ретĕн.
Кунта та пурнăç ешерет.
Мĕн-ма-ха татăлса йĕретĕн,
мĕн-ма салху шаккать сехет?
28.10.2018 15:00
Сергиев Посад


