Ирех вăранчĕ униче...

Ирех вăранчĕ униче...
* * *
Ирех вăранчĕ униче:
пыл хурчĕсем епле сĕрлеççĕ.
ĕçчен хуртсем çăка çинче
юрла-юрла паян ĕçлеççĕ.
 
Сĕрлет, кĕрлет тĕкĕлтура,
вĕçесшĕн мăйракаллă нăрă.
Пуçне çĕкленĕ ват йăмра:
çăлкуç пекех тӳпе тăп-тăрă.
 
Уй хĕрринче йăваш ăрша
лĕпĕшсемпе вылять пĕр хушă.
Чĕвен тăрать хушка лаша –
шартлаттарать кĕтӳçĕн пушă.
 
Мĕн пур пекки Сан тĕнчӳре
епле хитре, аван-çке, Турă!
Пĕлтер, тархасшăн, уй-хире
эп нихăçан кураймăп урăх?
 
31.08.2018 16:15
Сергиев Посад