316. Ан калаç эс манпа чăвашла ...

316. * * *
Ан калаç эс манпа чăвашла:
тахçанах калаçап вырăсла,
пурăнап инçетре-инçетре
ют çынсем хушшинче Çĕпĕрте,
чăвашла калаçатăп сайра.
Мăшăр ман — сарă çӳçлĕ майра,
икĕ хĕр — пĕчĕкрен вырăссем,
чăвашла калаçмаççĕ вĕсем.
Ан ятла эс мана, ан ятла,
калаçмас тахçанах чăвашла.
Ман атте пурăнать пĕлĕтре.
Аннепе калаçап тĕлĕкре.
Тĕлĕкри улăхра пин чечек
тӳпери сар хĕвел пичĕ пек.
Ман анне çынсемпе ут çулать.
Пыл шăрши аякран варкăшать...
Ах, илемлĕ чăваш çĕрĕнче!
Тӳпере кăн-кăвак чӳрече..
Чĕвĕлти чĕкеç пек чĕлхерен
чеченни çук, пĕлеп, ĕлĕкрен...
Мĕн тума калаçан вырăсла?
Ах, калаç эс манпа чăвашла!
 
2011-мĕш çул, июлĕн 28-мĕшĕ, 17-30
Сергиев Посад