2. Мĕн тери аван-çке каçĕ ...

2. * * *
Мĕн тери аван-çке каçĕ
савнă тусăмпа ларма.
Каçхи кайăксем юрлаççĕ
çутçанталăка савса.
 
Сисеймесĕрех эп тытрăм
тусăм çепĕç аллине.
Хумханса ăна каларăм
хам ăна юратнине.
 
Вăл вара пуçне-çке хучĕ
манăн кăкăрăм çине.
Ун каларĕ кăвак куçĕ:
"Юрататăп эпĕ те".
 
Сисеймесĕр ыталарăм
эп юратнă савнине.
Кайăксем кăна курайрĕç
эп ăна чуп тунине...
 
Вăш-вăш ăшă çилĕ вĕрчĕ
ик чуна çупăрласа.
Сирень тĕмĕ те чĕтренчĕ
ик пуçа хупăрласа.
 
1963-мĕш çул, март