1. Пуху

1. Пуху
 
Ак пĕрре,ăшă кунхине,
пĕтĕм ял хуçалăх машинисем,
хулăн юрлă станра пухăнса,
тытăнаççĕ тӳрех пуплеме.
Ак параççĕ сăмах трактăра.
Вăл пуçлать калаçма мăн саспа:
— Хисеплĕ те хаклă юлташăмăрсем!
Мĕнле-ха пирĕн пыраççĕ ĕçсем?
Кăштах та пăхмаççĕ пире пуçлăхсем,
туртсах ыратаççĕ кĕрхи сурансем.
Ак ĕнтĕ пуху шавласа илет.
— Ман хамăн та ура хуçăк, — тет
ват çын пекех тăракан жнейки.
Пĕтĕмпех юр айне пулнă кĕлетки. —
Шăпланăр, лăпланăр, юлташăмăрсем,
кашниннех халь пур тĕрлĕрен сурансем...
ĕнер эп çапла кӳршĕ колхоза
кайса килтĕм командировкăна.
Чăннипе калап, кĕвĕçрĕм вара:
унти тус-йышсем пĕтĕмпех, ара,
сып-сывах лараççĕ çуталса.
Хатĕрех вĕсем кашни самантра
çурхи акана тухма вăхăтра.
Лайăх-çке вĕсен пуçлăхĕсем...
Пуху кĕрлерĕ нумайчченех.
 
1960-мĕш çул Иккасси шкулё