Ма таптатпăр эпĕр курăка...

Ма таптатпăр эпĕр курăка...
* * *
Ма таптатпăр эпĕр курăка,
юнашар утма сукмак пулсассăн,
хăрататпăр вăйсăр курака,
хĕрхенмесĕр, сывламасăр ассăн?
Макăрать, ав, ывăтнă чечек –
çухататăн эс вара тĕрек.
 
Кирлĕ те, касатпăр йывăçа
е касатпăр йывăç кирлĕмаршăн,
каçару ыйтмасăр нихăçан.
Кашни çыннăн хăйне евĕр аршăн.
Пирĕн енчĕк яланах тулмасть,
этем чунĕ темшĕн тăранмасть.
 
21.09.2018 10:50
Сергиев Посад – Лось