Пиçен пек утиял айĕнче...

Пиçен пек утиял айĕнче...
* * *
Пиçен пек утиял айĕнче
çывăрать тахçанах ман пахча,
юнашар шăхăрать кĕленче,
ишĕлет тĕссĕрленнĕ мунча.
 
Çил ачи, каласам, мĕн тума
сапалатăн мăян вăррине?
Кам валли хатĕрлен ку çума,
ятласа кивĕ пӳрт хуçине?
 
Эс мана, тăван килĕм, каçар:
пурăнатăп санран аякра.
ăшăма çунтарать-çке пушар
асфальтпа пынă чух хулара.
 
Тăван кил арканса çухалать.
Тăван ял та тăрать черетре.
Кĕленче е тыркас шăхăрать,
хăратса сарлака уй-хире.
 
13.09.2018 10:35
Сергиев Посад