Пирĕн пурнăç – тăтăш ырату...

* * *
Пирĕн пурнăç – тăтăш ырату,
вăхăт çеç ăна çĕнме пултарĕ.
Пирĕн пурнăç – Джомолунгма ту.
Кам-ши ун çине хăйса хăпарĕ?
 
Пирĕн пурнăç – вĕçĕмсĕр кану
вунтăват сехет ĕçленĕ хыççăн,
хăйне евĕр тĕрĕс ăнлану
çӳресессĕн кашни уйăх выççăн.
 
Пĕр-пĕрне усал кăна ан ту.
Çулăмлантăр вĕçĕм чун кăварĕ.
Пирĕн пурнăç – çирĕп юрату.
Юратусăр пурнăç хĕсĕр мар-и?
 
 
06.07.2018 16:00
Сергиев Посад